2009-07-30

"Хăв çăлăнса юл, ыттисем те çăлăнĕç".

Николай Балтаев, чăвашла каласан Балтай Микуçĕ... Чăн чăваш чунлă çыншăн çак ят ют мар. Ĕçĕпе - ÿнерçĕ тĕлĕшĕпе вăй хунине е Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче чăваш йăли-йĕркине тĕпчес енĕпе йĕркеленĕ факультетра, е Чăваш патшалăх университетĕнче дизайн факультетĕнчи тумсен уйрăмĕнче çамрăк ăрăва ăс панине илер - пĕтĕмпех чăвашлăх ыйтăвĕпе çыхăннă. Балтай Микуçĕн пуçарăвĕпе "Чувашия" санатори территорийĕнче карта тытнă. Ун варринче - тĕреклĕ йывăç. Ал шăллисем, тутăрсем, пир татăкĕсем çыхса янă ун турачĕсем çине. Йăхташсем çеç мар, ытти халăх çыннисем те, чикĕ леш енчисем таранах çÿреççĕ Киремет картине пуç тайма. "Киремет карти никама та хирĕçле ĕç мар. Иртнине манас мар тени вăл, пулнине аса илтерни", - тенĕччĕ ун пирки Микуç пĕррехинче. Çак сăмахсене ахальтен каламасть художник. Пĕтĕм чăваш ваттипе пĕрлех хăйĕн несĕл йăхĕ умĕнче пуç таять. Балтайсен пурнăç "йывăçне" çичĕ сыпăк таран тĕпченĕ. Унсăр пуçне санатори çывăхĕнчи кану паркĕнче 120 яхăн кÿлепе-скульптура, юпа-палăк ăсталанă. Çакскерсене пурне те чăваш пурнăçĕпе çыхăнтарнă. Килĕнче те çаплах. Мăшăрĕ Людмила наци тумĕ çĕлет, чăваш хĕрарăмĕн авалхи çи-пуçне тĕпчет, ăна паян çĕнĕ пурнăç парнелет. Ывăлĕсем тата - Асаматпа Атилла - чăн-чăн маттурсем. Çакна шăпах вунă çул каялла курса ĕненнĕччĕ, Аслă Атăл урлă каçса "Чувашия" санатори территорийĕнче вырнаçнă пĕр çурта çитсе килнĕччĕ. Ун чухне çакскерсем - 7 тата 5 çулти шăпăрлансем - ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе ял ачисенчен таса калаçнипе тĕлĕнтернĕччĕ. Тата ашшĕн ĕçĕ патне туртăннине те туйнăччĕ. Ун чухне Асамат тĕп хулари наци лицейне вĕренме кайма хатĕрленетчĕ.
...Вăхăт малаллах шăвать. Акă эпĕ каллех Балтаевсен хваттерĕнче. Малтанхи, пĕр пÿлĕмли, мастерской вырăнĕнче юлнă. Кунти кашни хатĕр кил хуçи аллипе тунăскер, чăваш тĕррипе илемлетнĕскер, Балтайсен йăх паллийĕпе уйрăлса тăраканскер. Çакăнта "чун" кĕртет хăйĕн ĕçĕсене художник. Тăватă кĕтес - чăваш тĕнчи. Тата икĕ пÿлĕм -çак çуртăн иккĕмĕш хутĕнче.
Мастерской алăкĕ уçă. Микуç хăй кĕтсе илчĕ. Сывлăх сунатăп. Хирĕç тата иккĕн: "Салам!" - тесе хуравларĕç. Кусем - пиçсе çитнĕ хурлăхан çырли тĕслĕ куçĕпе йăлтăртаттаракансем - Асаматпа Атилла. Балкон çинче натюрморт ÿкереççĕ. Ашшĕ - вĕрентекенĕ, канаш параканĕ. "Кунне икĕ-виçĕ сехет çапла лараççĕ, - тет вăл. - Унсăрăн ăсталăх туптанаймасть, пултарулăх аталанаймасть".
Атилла кĕçĕнрех пулсан та хăюллă. Калаçăва хăйех пуçарса ячĕ: "Эсир пирĕнтен интервью илесшĕн-и?" Паллах унăн, Пĕтĕм Раççейри "Орленок" кану лагерĕнчен тин çеç таврăннăскерĕн, чунне уçса памалли пурах. Мана вара акă мĕн кăсăклантарчĕ: мĕнпе тивĕçнĕ-ха çĕршыври ачапчан чи сумлă лагерьне кайма? Республика шайĕпе ирттернĕ "Туслăх кĕперĕ" вăйă-конкурсăн "Çăлтăрчăк" номинацийĕнче çĕнтернĕ. Унта тăван чĕлхе, истори, халăх сăмахлăхĕпе юрри, йăли-йĕрки пирки хуравламалла пулнă. Уншăн вара, республикăри Лебедев ячĕллĕ лицей интернатра музыка класĕнче вĕренет пулсан та, тăван халăх шăпи, историйĕ, кун-çулĕ питĕ кăсăклă. Хăйĕн шухăшне вара ÿкерчĕксенче, аваллăхпа çыхăннă картинăсенче палăртать. Пушă вăхăт тупăнсан алла аккордеон тытма та хирĕç мар. Аслашшĕ питĕ килĕштернĕ иккен унăн сассине. "Тăхăр класс пĕтерсен эпĕ те Асамат патне вĕренме каятăп, -тет хăюллăн. - Чехла темиçе сăмах пĕлетĕп ĕнтĕ, алфавитне те вĕрентĕм".
Çапла, чехла вĕренет халĕ Атилла. Мĕншĕн тесен пиччĕшĕ Чехири Турнов хулинчи ÿнер промышленноç вăтам училищинче пĕлÿ пухать. Икĕ курс пĕтернĕ ĕнтĕ. Мĕнле майпа лекнĕ-ха унта чăваш ачи? Ашшĕ Питĕрти Мухина ячĕллĕ ÿнер промышленноçĕн аслă училищинче вĕреннĕ вăхăтра унта пулса курнă. Тимĕрпе ÿнер шайĕнче ĕçлеме хатĕрленекен студента питĕ килĕшнĕ училищĕри вĕрентÿ бази, преподавательсен ăсталăхĕ. Асăнмалăх брошюра туяннă. Çавăнпа та аслă ывăлĕ ÿссе çитсен ăна ăçта вĕренме ярасси пирки пуç ватман. Шупашкарта ватă чеха тупнă, вăл Асамата çав чĕлхене вĕрентме пуçланă. Çапах та каччăн экзаменсене акăлчанла тытма тивнĕ. Чехсен тата Европа искусствисен историне, Аслă Пăлхар кун-çулне каласа кăтартнă, ун шăпипе çыхăннă самантсене ÿкерсе, тата ытти ĕçе пурнăçласа Европăри чи сумлă шкула вĕренме кĕнĕ. Специализацине ашшĕннех - гравировщик, тимĕр касса медальсем тăвасси - суйласа илнĕ. Мĕнлерех туйнă-ха хăйне ют çĕршывра вун ултă çулти чăваш ачи?
- Раççейрен урăх никам та çук. Чилирен, Грецирен пĕрер каччă вĕренет. Малтанхи уйăх питĕ йывăр пулчĕ. Мана Шупашкарта чехла çырма вĕрентнĕ, кунта вара - калаçмалла. Пĕр сăмаха, тепĕрне ас туса юлатăп... Калаçма та хăнăхрăм. Халĕ чехсен киноне те пăхатăп, Атиллăна та вĕрентетĕп. Юлташсем те пур: Филипп, Матес, Вратислав. Куравсене, походсене çÿретпĕр, чăваш халăхĕ, историйĕ, Шупашкар пирки каласа кăтартатăп.
- Сана чехсен историйĕ кăсăклан-тарать-и?
- Питĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче вĕсен паллă çыравçи Ота Палоунек пирĕн училищĕре пулчĕ. Ачасем валли историпе çыхăннă "Сирĕн патша пулас килет-и?" кĕнеке хатĕрлекенскер студентсен хушшинче конкурс ирттерчĕ, -каласа кăтартать Асамат. - Унта XIV ĕмĕрти IV Карл патшапа, унăн ывăлĕпе Вацлавпа çыхăннă ÿкерчĕксем тумалла пулчĕ. Вăл манăн ĕçсене килĕштернĕ. Çапла 16 ĕç пурнăçларăм, пĕрне - акварельпе, хуплашка валли, ыттисене - графикăпа. Кайран училищĕре çав ÿкерчĕксен куравне те ирттерчĕç.
- Тăватă çул вĕренмелле терĕн. Икĕ курс пĕтернĕ ĕнтĕ. Патшалăх экзаменне мĕнле темăпа çыхăнтарасшăн?
- Авалхи чăваш паттăрĕсен хăйсене хÿтĕлемелли хатĕрне - хулканне -эрешлесе касса кăларасшăн. Сăмахран, Ылтăнпик патша чăваш-пăлхарсемшĕн нумай тăрăшнă, вĕсене хÿтĕленĕ. Асамат тимĕрçĕн шăпи те кăсăклă.
- Çакăн хыççăн тата малалла вĕренес кăмăл пур-и?
- Пур. Анчах та малтан салтака кайса килмелле-ха.
...Çĕр çинче чăваш ятпах юлас тесен мĕн тумалла пирĕн? Ку енĕпе Балтай Микуçĕн çирĕп йĕрке пур. Ăна пăхăнса, çирĕп саккун вырăнне хурса пурăнать художник. Хамăрăн мăн асаттесене манса каймалла мар тет вăл. Чăвашла пурăнма сĕнет: туртмалла мар, ĕçмелле мар, начар калаçмалла мар. Авалхи чăвашăн лайăх халал пулнă: шухăшла, сăмах кала, ĕçне ту.
"Чăваш чĕлхине тытса пырасси, ăна пуянлатасси, хамăрăн ачамăрсене вĕрентсе хăварасси - чи кирлĕ ĕç, - çапла шухăшлать Балтай Микуçĕ. - Вунă чăваш çапла туни те ырă тĕслĕх. Ăна пăхса ыттисем те вĕсен хыççăн туртăнĕç. Эпĕ Серафим Саровскин çак сăмахĕсене тĕпе хурса пурăнатăп: "Хăв çăлăнса юл, ыттисем те çăлăнĕç". Ывăлĕсенчен те çакнах ыйтать.
Надежда Смирнова. Хыпар. Культура. 2009, утă, 25.


Атилла.

Асамат хăйĕн пÿлĕмĕнче.

Аслă Пăлхар патшалăхĕн карти.

Вацлав сăнне пăхăр çинче касса кăларнă.

"Сирĕн патша пулас килет-и?" кĕнеке хуплашки.