2011-01-26

Тимĕре хĕрнĕ чух туптаççĕ

Аслĕ Питĕр хулинчен шурă Шупашкара 1991 çулта таврăнă вăл: В.Мухина ячĕллĕ аслă пĕлÿ паракан ÿнерпе промышленность училищине (халь барон Штиглиц ячĕллĕ ÿнер академийĕ) вĕренсе пĕтерсе тĕнче культурине сувар чунне хывса, çемьеленсе — Ельчĕк тăрăхĕнчи Питтĕпел ячи Николай Балтаев. Сăрăпа, хутпа, тимĕрпе, йывăçпа, пир-авăрпа, тир-сăранпа ĕçлекен ÿнерçĕ.

Унпа 15 çул каялла курав залĕнче паллашнăччĕ. (Ĕçлеттĕм эп унта вăл вăхăтра). Килсе кĕчĕ ытарайми çемйипех - мăшăрĕпе, икĕ ывĕлĕпе, Çăлтăр ятлă овчарка йыттипе. Тÿрех пÿлĕмри пĕтĕм сывлăша хăйĕн ĕçлес килнĕлĕхĕпе, мал ĕмĕтлĕхĕпе, иксĕл-ми ирĕклĕхĕпе, шыравсемпе-тупсăмсемпе тултарчĕ, хавхаланса хĕрÿллĕ калаçрĕ вăл. Çак çын сăмахĕпе çеç мар, ĕçĕпе те хăватлине кăшт каярах пĕр самантрах ĕнентĕм: вăл тунă Митта Ваçлейĕн медальне курсанах. Чуна темĕнле витерчĕ çак ĕç, шалти шăнăра çирĕплетрĕ. Хĕрарăмланса аваллăхран килекен сĕмсене, сăнарсене упраса хăварса кĕмĕлленĕ эрешсемпе те киленеттĕмха. Пиçиххирен çакса çÿремелли тĕрлĕ чĕр чун кÿлепиллĕ йĕс турасем мĕне тăратчĕç! Алкасем, сулăсем тата! (Сăмах май каласан, ÿнерçĕн мăшăрĕ Люда Коля алли ăсталанă капăрлăхсем çеç тăхăнса-çакса çÿрет. Тум-тирне - ура тупанĕнчен пуç тÿпине çитиех - хăех çĕлет. Ку - урăх рубрика валли урăх сĕмах).

Капмар та капăр паллă вăл герб пекех - хисеплĕ çынсене килĕшерех парать. Чаплăран та чаплисене чылай калăпланă Николай Балтаев республикăри паллă ювелирпа Владислав Николаевпа: Чăваш Президенчĕн власть паллине, Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн (орденне те, медальне те), Чăваш Республикин хисеплĕ çыннин паллине, "МВД 70 çулта" паллăна. Элекçей Сĕрмек ÿнерçĕ çирĕплетнĕ "Рыцарь (мăрса) паллине" те Балтай Микуçĕн ăста алли хÿхĕмлетсе кăларнă. Пафослах мар тăмхасем ывăçипех ÿнерçĕн - Сурхурие халалланă укçа, Апаш хулашĕн палли тата, маншăн чи тĕппи те пĕлтерĕшли, тимĕрлесе кăларнă йăхтăмхи. Йăх палли Балтаевсен çемйинче, килĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Эп ас тăвасса, кил тĕрĕшĕнче таçта та тĕл пулать: сĕтел пукантан пуçласа тумтир таранах. Ывăлĕсем, Асаматпа Атилла, шкул çулне те çитменччĕ-ха, йăх палли шалти хăвата мĕнле ÿстерме пултарасси çинчен ĕнентерÿллĕ калаçатчĕç. Кĕçĕнни - Атилла, нумай сăмахламасăр, Асамат тетĕшне тимлесе "çапла", тесе çеç тăратчĕ. Чи сулмакли те витĕмли çемьере çапах та ашшĕ сăмахĕ пулнă. Тăван несĕлсен историне пĕлсе, тăхăмсене хисеплесе, сувар пулса çуралнăшăн мăн кăмăлланса ÿсрĕç кĕçĕн Балтаевсем. Тата Атăл леш енчи вĕçсĕр-хĕрсĕр вăрманта карталанса ларнă этнопарк варринче пурăнниех уйрăм кăмăл парать пуль. Тăван халăхăн тĕнче курăмĕпе, халапĕсемпе, мифĕсемпе, паттăрĕсемпе, чаплă çыннисемпе тачă çыхăннă кунти сăнарсем. Йывăç кÿлеписене (130-тан та иртнĕ вĕсен шучĕ) пурне те çемье тусĕсем, ашшĕн ÿнерçĕ юлташĕсем ăсталанă. Нумайăшне Николай Балтаев эскизĕсемпе пурнăçланă. Кайран çак пысăк ĕç ниме пек пулса кайрĕ те, симпозиум шайне хăпарчĕ. 11 хут иртрĕ ентĕ вăл. "Чувашия" санатори - ÿнерçĕсен шанчăклă ĕçлĕ тусĕ (партнерĕ). Пĕрремĕш кÿлепесене Коля мăшăрĕ, ачисем хавхалантарнипе пĕчченех касса кăларнăччĕ. Асаматпа Атиллăн ĕçĕсем те пур халь кунта. Çемье çемьех çав. Николай мăшăрĕ студентсемпе тăван несĕлсен X ĕмĕрти тумтирне историпе илемлĕх енчен тĕпчесе "чĕртнине", епле хавхаланса хут çинче калăпланине курнах ĕнтĕ килтисем. Малтанхи çул ама çыннăн, çамрăк хĕрарăмăн, хĕр упраçăн, апăсăн (вĕрÿ-суру чĕлхипе сиплекенĕн) кĕпи-йĕмне, атă-пушмакне, эрешĕсене тума май килтернĕччĕ. 57 çипуç хатĕрленĕ паянхи куна. Чи курăмли - Аттила патша тумĕ!

Унерçĕн ачи-сем пĕрин хыççăн тепри Г. Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицея вĕренме кĕни кĕтменлĕх пулмарĕ. Музыка уйрăмне суйлани çеç кăшт тĕлĕнтернĕччĕ. Тăхăр класс хыççăн малта! Асамат, унтан Атилла Чехине тухса кайрĕç. Вĕренме. Унер шкулне. Тимĕр ĕçне тĕплĕрех алла илме пулать иккен унта. Кĕçĕнни пĕрремĕш, асли юлашки тăваттăмĕш курсра вĕренеççĕ халь. Асамат диплом ĕçĕ тума турхан паллине суйласа илнĕ. Тăватă çул хушшинче тĕрлĕ наци, çĕр-шыв ачисен йышĕнче палăрмаллипех палăрнă сувар каччисен йывăрлăх çук та тейĕн. Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухнех чех çыравçи Ото Палоунек "Патша пулма çăмăл-и?" (Чехи историйĕ - ачасем валли) кĕнекине илемлетес тĕллевпе шкулта конкурс ирттернĕ. Асамат паллах çĕнтернĕ. Ун графикине тĕпе хурса 2008 çулта Прагăра кĕнеке тухнă. Кăçалхи кĕр те тухăçлă пулнă Асаматшăн. Ача-пăча валли çырнă тепĕр кĕнекене илемлетме те ун ÿкерчĕкĕсене суйласа илнĕ. Хальхинче - сăрăпа ÿкернисене. "Эс, ачусем аллине мăлатук тытакан пулсанах хăвăнпа пĕрле тимĕр шаккаттараканскер, мĕншĕн çавăн инçĕшне кăларса ятăн вĕсене? Тата хăвăн ÿнер пултарулăхĕ çеç мар, вĕрентес опыт та пысăкланчĕ вĕт" (Николай Михайлович Чăваш патшалăх университетĕнчи дизайнпа компьютер технологийĕсен факультетĕнче 7 çул, Культура институчĕн этнофакультетĕн-чи халăх пултарулăх пайĕнче 4 çул ÿнер ĕçне вĕрентет, аслă преподаватель пулса тăрăшать. - Н.С.), - тесен, Коля питĕ тĕрĕс сăмахсем калать: "Шел те, эпир чăтма çук кирлĕ техника, технологи, компьютер программисен тĕлĕшĕнчен калама çук чухăн. Ку Шупашкарта çеç мар, Раççейĕпе те çапла. Ачасем сувар культурине ют, урăх культурăпа пуянланса таврăнччăр. Германири Дрезден галерейи, Италири Флоренци музейĕсем, Австрири керменсем пирки эп ĕмĕтленме те пултарайман, ман ывăлăмсем çак тĕлĕнтермĕш-илĕртмĕшсене курса киленнĕ те ĕнтĕ. Хамра пулман чĕлхе пĕлĕвĕ аталантăр вĕсенче. Чехла, акăлчанла халех сутса яраççĕ. Вĕсене тĕнче уçăлать, вĕсем хăйсем тĕнчене уçăлаççĕ." Тĕрĕссипе, Николайăн хăйĕн ĕмĕтĕнче пулнă çак шкул. Ачисем ăна тултараççĕ. Ашшĕне хисеплесе ун çулĕпе утаканскерсем вĕренсе пĕтерсе ют çĕр-шывра малалла каяс кăмăллă. Тата чылай пархатарлă ĕç тăвас тĕллевлĕ.
Надя Сельвестрова. Самант. Чÿк (ноябрь) 2010.